Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑчӗ. Аса илтерер: Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенче грипа пӗтермешкӗн ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 300 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ветеринарсем асӑннӑ районсенче чӑхсене тата ҫӑмартасене пуҫтарса пӗтернӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 2 пин те 151 чӑх-чӗп, 203 ҫӑмарта пухнӑ. Вӗсене ятарлӑ шӑтӑкра ҫунтарса янӑ. Ҫынсен картишӗсенче вара дезинфекци тунӑ. Ҫапла хыпарлать ЧР Патшалӑх ветеринари служби.
Пухнӑ чӑх-чӗпӗн пӗтӗмӗшле йывӑрӑшӗ 3 пин те 366 килогрампа танлашнӑ. Кашни килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус тӳлӗҫ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ 70 пус парӗҫ.
Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ ирттернӗ планеркӑра ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑри тепӗр икӗ районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ Чутай тата Йӗпреҫ районӗсенчи хуҫалӑхсенче те чӑхсем вилнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. «Ҫынсемпе чир зонинчен чӑхсене кӑларасси пирки калаҫаҫҫӗ. Халӑх ӑнланать», - тенӗ министр.
Халӗ инфекци ӑҫтан килнине тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вирус Чулхула тата Ростов облаҫӗсенчен кайӑк-кӗшӗк какайӗпе пӗрле килнӗ. Унтан кӳрсе килнӗ аш-какая пирӗн республикӑра йӳнӗпе сутнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Раҫҫейӗн футболисчӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пире савӑнтармаллипех савӑнтарчӗҫ. Вӗсем Испани командипе пӗрре саккӑрмӗш финалта тӗл пулчӗҫ. Пенальти вӑхӑтӗнче пирӗннисем ҫӗнтерчӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем чӑваш юнӗллӗ футболистсене республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тава тивӗҫлӗ ятсемпе чысламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Кун пирки, сӑмахран, Игорь Михайлов юрист Фейсбукра ҫырнӑ. Анчах вӑл шӳтленӗ.
Аса илтерер, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюбӑн — Ҫӗрпӳрен, Игнашевичӑн — Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, анчах Кемӗр облаҫне тухса кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче хӑйне евӗр кӳмесен парачӗ иртнӗ. «Кӳмесен парадне» 8 амӑшӗ ачисемпе хутшӑннӑ.
Парадра ракета, космос турилкки, упа ҫури, чечек евӗр илемлетнӗ кӳмесене курма май пулнӑ. Теприсем кӳмене ҫамрӑк футболист пек хитрелетнӗ. Пӗри вара чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса илемлетнӗ.
Наци йӑлине тӗпе хурса илемлетнӗ амӑшӗ ачисене те чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ, хӑй те ҫавнашкаллинех тумланнӑ. Кӳмене вара тӗрӗллӗ алшӑллисемпе хитрелетнӗ. Ун ҫинче выртакан пуканесене те наци ҫи-пуҫне тӑхӑнтартнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 5 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Пӗчӗкскер пахчара чавса тунӑ пӗвере, 1,5 тарӑнӑшскерте, путнӑ.
Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта та ача шыв айне кайнӑ. 6 ҫулти арҫын ача Ункӑ юханшывӗнче путса вилнӗ. Икӗ тӗслӗхре те шӑпӑрлансем аслисемсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 3 ача путнӑ. Унччен, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта 8 ҫулти арҫын ача Атӑлта путнӑ. Шӑпӑрлан шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман.
Халӗ ҫӳлерех асаннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ку криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.
Шупашкарта ШӖМ ҫурчӗ умне палӑк лартӗҫ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне Алексей Логинова халаллӗҫ. Нумаях пулмасть ун ятне ҫӗнӗ урама парасси пирки те сайтра пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: Алексей Логинов – Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. Вӑрҫӑччен вӑл шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫленӗ, милиционер-счетовод пулнӑ. 1941 ҫулта фронта кайнӑ. Ентешӗмӗр 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче паттӑрла вилнӗ. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Указӗпе ӑна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Палӑка ӑҫта лартассине палӑртнӑ. Ӑна ЧР ШӖМӗпе медсанчаҫ ҫурчӗсен хушшине вырнӑстарӗҫ. Халӗ вара ШӖМ тата Шупашкар хула администрацийӗ палӑк мӗнле пуласси пирки шухӑшлать.
Мемориала Полици кунӗ тӗлне – чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ – лартма палӑртнӑ.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
Шупашкарта ҫӗнӗ урам валли ят тупнӑ. ЧР ШӖМӗпе Тӗп универмаг хушишинче вырнаҫнӑ урам валли ят суйламашкӑн ведомство сайтӗнче онлайн-сасӑлав иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ҫӗнӗ урамшӑн 7 пин ытлла ҫын сасӑланӑ. Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Логиновӑн ятне парассишӗн ҫынсем ытларах сасӑ панӑ.
Алексей Логинов – Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. Вӑл 1931-1934 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗсенче милиционер-счетоводчикра ӗҫленӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн милици управленийӗн секретарӗнче вӑй хунӑ. Фронта 1941 ҫулта тухса кайнӑ. Алексей Романович 1943 ҫулта авӑн уйӑхӗнче пуҫ хунӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Чи нумай сасӑ пухнӑ кандидатурӑна малтан комисси пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |